«Мама» позывнойлă волонтера салтаксем ăшшăн кĕтсе илеççĕ
Шăллĕ ятарлă çар операцине кайсан Шупашкар округĕнчи Хăймалакассинче пурăнакан Екатерина Иванова канăçне çухатнă — тем тесен те салтаксене пулăшасшăн çуннă. Хăй тăхăр ача амăшĕ пулсан та, килте пысăк хуçалăх тытнă пулин те… Пысăк чĕреллĕ хĕрарăм пĕр тăхтамасăр, иккĕленмесĕр волонтер ĕçне пуçăннă. Гуманитари пулăшăвĕ пухнисĕр пуçне ăна хăех леçме те çӳрет. Нумаях пулмасть Екатерина Владимировна саккăрмĕш хут салтаксем патне «гуманитарка» леçнĕ.
«Шăллăм Ваня тулли мар мобилизаципе 2023 çулта СВОна кайрĕ. Малтан вăл Чĕмпĕрте вĕрентӳре пулчĕ. Çавăн чухнех эпир, салтаксен çывăх çыннисем, вĕсем патне апат-çимĕç, термотумтир, ăшă нуски, шăлавар тата ытти хатĕр-хĕтĕре те леçеттĕмĕр. Çапла майĕпен ыр кăмăллă хастарсен ушкăнĕ йĕркеленчĕ, мессенджерта та ушкăн пуçартăмăр. Кайран, лере çитсен, атьсем окоп çуртисем кирли пирки пĕлтерчĕç. Эпир çыхăну тытсах тăраттăмăр. Çав çуртасене хатĕрлеме вĕрентĕмĕр. Шăллăм тăракан вырăна Çĕнĕ çулта тăшман «кайăкĕсем» тапăннă, нумаййăн вилнĕ ун чухне… Ашшĕ-амăшĕсем патне çамрăк салтаксем тупăкра таврăнма пуçласан чунăм çунчĕ. Мĕн тери асап. Хамăн та алла пăшал тытса строя тăрас килетчĕ… Пире чылай çын пулăшнă, пулăшать те. Мĕншĕн тесен ăнланаççĕ: ку — пирĕн пĕрлехи ĕç, Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшмалла», - терĕ Екатерина Владимировна.
Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра (27.02.2025)

Записаться на курсы, задать вопросы можно через через сообщения группы ВКонтакте или сайт Звезда21 (zvezda21.ru).